Хальхи пӑтранчӑк саманара ҫамрӑк ӑрӑва тěрěс утӑм ҫине тӑратасси ҫивěч тӑракан ыйту шутланать. Ҫак ěҫе пурнӑҫлама чӑваш халӑх юррисен ача-пача самахлӑхěн, йӑли-йěркисен вӑй-хӑвачě пулӑшать.
Салтак ӑсатни кашни ҫыншӑн хумхантаракан саманчě. Пулас салтак сума суса килнĕ тǎванĕсем умĕнче аслӑ тивĕҫне аван туйса салтак ятне чыслӑ тытма, юратнӑ Тǎван ҫĕршыва ҫирěп сыхлама сǎмах парать. Юлташ ачисем салтак юрри юрласа ǎна килĕнчен илсе тухаса каяҫҫě.
Тěллевсем. Чӑваш халӑхěн авалтан пынӑ йӑли-йěркисене упраса хӑварасси; ҫамрӑксене халӑхӑмарӑн чи илемлě, чи паха йěркисемпе усӑ курса пӑхса ӳстересси; салтак сӑвви-юррисем урлӑ ачасен кӑмӑл-туйӑмне ҫирěплетесси. (Сцена ҫинче амӑшěпе ашшě тата ывалě калаҫаҫҫě.)
Амӑшě. Ачамҫӑм, манӑн паттӑрӑм. Пире те черет ҫитрě. Кайсам, ачам, ял-йышсемпе сывпуллашса кил.
Ашшě. Ватӑ, чухӑн, тесе ан тӑр, пурин патне те кěрсе тух!
Амӑшě. Хӑшне-пěрне урӑх курма та тивмě, килес текенсене, киле чěн!
Ашшě. Ну, салтак амӑшě, сěтел пуҫтарар! (Сěтел пуҫтараҫҫě.)
Ашшě. Ну, амӑшě, килеҫҫě! Пирěн Мěтри кӑна мар, тата икě каччӑ каяҫҫě, тет. Пěрле пулсан аван-ха, вӑл! (Ачасем кěреҫҫě.)
Ашшě. Каян салтака сěтел хушшине чěнетпěр, эсир те, тӑвансем, иртěр, ларӑр, мěн пуррипе сӑйланӑр.
– Тавтапуҫ, апатран пысӑк пулас мар.
– Ҫамрӑк салтакӑн ҫулě такӑр пултӑр тесе укҫа-тенкě хурар!
– Тӑван киле таврӑнма та ҫулу ӳктěр!
– Хамӑр ӑрӑва ҫěклет, тӑшмансене ан парӑн!
– Аҫу-аннӳ пехилне асра тыт!
Амӑшě. Салтак пӑтти ҫитěнчě, тутанар, ҫиер. (Ӑсату юрри юрлаҫҫě.)
Пӑттисем пиҫнě, антарса лартнӑ,
Ҫиессиех килмест мěн тӑвас?
Лашисене кӳлнě, ҫавӑрса тӑратнӑ,
Каяссиех килмест, мěн тӑвас?
Эй, касаҫҫě Вӑрмансем, касаҫҫě
Кассан-кассан ларса та канаҫҫě.
Эй, каяҫҫě Салтаксем, эй, каяҫҫě
Кайсан-кайсан ларса та макраҫҫě.
Салтак. Тавах сире, тӑвансем, ентешěмěрсем.
Тавах атте-анне! Сирěн сӑнӑр ялан пулě ман чěрере!
Ан кулянӑр, хамӑр ӑру ятне кая ямӑп! (Салтак юрри янӑрать.)
А, ма та макран эс, атте,
Лаша та ыйтать тиятӑн-им?
А, ма та макран эс, анне,
Кěлет те ыйтать тиятӑн-им?
(Ашшě-амӑшě пехил сӑмахě калаҫҫě.)
Амӑшě. Ҫӑкӑртан асли ҫук, ачам, инҫетре, ютра ҫӳренě чух ҫӑкӑртан татӑлмалла ан пултӑр. Сана пиллесе пěҫернě ҫӑкӑра касатпӑр, ҫыртсам пěр ҫӑвар (ҫыртать).
– Ҫак ҫӑкӑр эсě таврӑниччен кěтсе тӑрě, тур умне кайса хурам. (Юлнӑ ҫӑкӑрне кутамккине хураҫҫě.)
– Алса-чӑлха хурар, супӑнь катӑкě яланах кирлě пулě.
Хěр. Тантӑшсем, ытла хурланар мар-ха. Каян-килен ҫулě такӑр пултӑр, тесе такмакласа, юрласа илер! (Юрлаҫҫě, ташлаҫҫě.) Ӑсатаҫҫě!
– Юлташсем, ӑсатса ярар Мěтрие ҫӳлти хир таран!
Амӑшě. Ҫӳлти хире ҫитсен, ваттисене асӑнма ан манӑр!
Салтак. Юратнӑ тусӑма-хураҫкана сӑйласа хӑварам!
– Кил-хуҫалӑха лайӑх сыхла. (Юрлаҫҫě.)
Атте, тесе, ай, кайрам та.
Килех, ывӑлӑм, ай, темерě,
Чун хурланчě, макӑртӑм та.
Анне, тесе, ай, кайрӑм та.
Килех, ывӑлӑм, ай, темерě,
Чун хурланчě, макартӑм та.
Савни, тесе, ай, кайрӑм та.
Килех, савни, ай, темерě,
Чун хурланчě, макӑртӑм та.
– Ҫӳлти хире ҫитрěмěр. Ĕмěрхи йӑлапа ваттисене асӑнар! (Икерчě ҫиеҫҫě.)
– Тӑван киле таврӑнма ҫул ӳкме пӑхӑр укҫасем пӑрахар!
– Микулай йысна, кайрě пирěн паттӑр.
– Чей ěҫер те саланар! Ыран ěҫе каймалла!
– Салтак ěҫě хěсметре тӑма, пирěн ěҫ – ҫӑкӑр-тӑвар тупма! (Юралса тухса каяҫҫě.)
Пит хитре-ҫке пилеш те, пӑхма хитре!
Ҫиме те тӑрсан, ай, йӳҫě-ҫке!
Пит хитре-ҫке салтакӑн ячě, хитре
Кайма та тӑрсан, ай, пит йывӑр!
Е.Н. ГРИГОРЬЕВА,
учитель чувашского языка и литературы школы с. Старосеменкино
Белебеевского района