Пушкăрт Республикин Вĕрентÿ министерствин планĕ тăрăх 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 10 – 11-мĕш кунĕсенче Ĕпхÿре VIII – XI классенче вĕренекен тутар, мари, чăваш, удмурт ачисем валли тăван чĕлхепе олимпиада иртрĕ. Олимпиадăна шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче XXVII иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадине республикăри 23 шкултан 49 ача хутшăнчĕ.
Ертÿçĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие вырăсла уçрĕç пулин те, жюри председателĕсем тăватă чĕлхепе – тутарла, чăвашла, марилле, удмуртла – олимпиада уçăлнă ятпа саламларĕç.
Олимпиада виçĕ турпа иртрĕ: викторина, сочинени çырасси, калаçу пуплевĕн конкурсĕ (диалог).
Жюри членĕсем – ПР Вĕрентÿ министерствин наци вĕрентĕвĕн тата регионсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ Р.Р. Сафиуллина, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн преподавателĕсем: Л.В. Коротаева, Н.С. Карпова доцентсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Н. Павлова.
Пĕрремĕш тур – викторина иртрĕ. Пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Жюри çителĕклĕ балл пухнисене палăртрĕ: Никитина Ольга (VIII класс, 37,5 балл), Федорова Татьяна (VIII класс, 34,5 балл), Петров Виталий (IX класс, 28 балл), Семенова Мария (IX класс, 50 балл), Степанова Алена (IX класс, 47 балл), Никифирова Кристина (X класс, 38 балл), Спиридонов Антон (XI класс, 49 балл), Васильева Анна (XI класс, 41 балл), Трофимова Светлана (XI класс, 33 балл), Павлова Татьяна (XI класс, 30 балл). Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине кăтартрĕç, текстри чĕлхе пулăмĕсене суйласа илме, тишкерме, классификацилеме тата чĕлхе пулăмĕсемпе фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç. Кунсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, жанрне тата хăш тапхăрта çырнине тĕрĕс кăтарма пултарчĕç.
Вĕренекенсем сочинени çырассипе хĕрÿ тупăшрĕç. Çирĕм тăватă темăран хăйсене çывăххине суйласа илчĕç, ăна çутатса пама тăрăшрĕç. VIII класра вĕренекенсем «Чăваш ятне çĕклекенсем» темăна суйласа илсе сочинени çырчĕç. «Чи лайăх сочинени» номинацире 80 балл пухнă Никитина Ольга (Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ), Федорова Татьяна (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), Кобякова Анастасия (Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ) вĕренекенсен ĕçĕсене палăртмалла.
IX класра вĕренекенсем «Нарспи сăнарĕ мĕне мухтать-ши?», «Кĕрлерĕ вăрçă – çунчĕ çĕр», «Чăваш сăмахĕ – пирĕн ăс-тăн, вăй-хăват» темăсенчен пĕрне суйласа илсе сочинени çырчĕç. «Чи лайăх сочинени» номинацире Иванова Надежда (Авăркас районĕ, Толбазă шкулĕ), Егорова Алина (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), Никитина Ирина (Ермеккей районĕ, Елань-Чишма шкулĕ), Степанова Алена (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ), Семенова Мария (Федоровка районĕ, Кирюшкино шкулĕ) 90 балл илсе палăрчĕç.
X класра вĕренекенсем «Авалхи сăмахлăх – халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ» темăна кăмăлларĕç. Суйласа илнĕ темăна Михайлова Диана (95 балл) (Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ), Ефремова Елизавета (92 балл) (Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ), Ефимова Анжела (90 балл) (Çтерлĕ хули), Соколова Рада (90 балл) (Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ), Михайлов Ростислав (90 балл) (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ) уçса пачĕç.
XI класра вĕренекенсем çак темăсене килĕштерчĕç: «Селимепе Тухтарăн таса та пысăк юратăвĕ», «Паттăр тăвансемпе мухтанатăп», «Чăвашсен аваллăхĕ – чăваш сăвăçисен хайлавĕсенче сăнланни». Жюри членĕсем Трофимова Светланăн (Пелепей районĕ, Слакпуç шкулĕ), Фомин Константинăн (Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ), Спиридонов Антонăн (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ) ĕçĕсене 90 балл лартса хакларĕç.
Çак вĕренекенсен сочиненийĕсем темăпа тĕп шухăшĕ, композици çыхăнулăхĕпе тĕрĕслĕхĕ, сăмах пуянлăхĕпе палăртулăхĕ пуррипе палăрса тăраççĕ. Ачасем шухăша тĕрĕс те ăнланмалла уçса памашкăн йышлă лексикăпа усă курма тăрăшнă, çавăн пекех анлă шухăшлани, шкул материалне пĕлни савăнтарчĕ.
Лайăх паллăсен шутĕнче курăнман вĕренекенсен сочиненийĕсем, паллах, орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем пуррипе палăрса тăраççĕ. Ĕçсенче ытларах вырăс чĕлхи витĕмĕпе пулакан йăнăшсене палăртса хăвармалла: крестьянсем, прославить тăвать, гордость пысăк тата ытти те. Пуплев йăнăшĕсенчен сăмахсемпе морфемăсен норма тулашĕнчи фонетика варианчĕсем ытларах тĕл пулаççĕ: аннĕшĕ (амăшĕ), аттĕшĕ (ашшĕ), çынсам (çынсем), уна (ăна), çин (çын), курмаç (курмасть). Анлă сарăлнă орфографи йăнăшĕсенчен çаксем: киль (кил), пĕлместь (пĕлмест), тăрăшуллăх (тăрăшулăх), ун вали (ун валли), Нарспийе (Нарспие), çемьи (çемйи).
Олимпиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ – калаçу пуплевĕн конкурсĕ. Вĕренекенсем ытларах çак темăсенчен («Тăхтав вăхăтĕнче», «Аптекăра», «Телефонпа юлташпа калаçни», «Магазинта», «Хăнара») пĕрне суйласа илсе диалог йĕркелесе хăйсен шухăшне уçса пама пултарчĕç. Чĕлхе мелĕсене темăпа, пуплев манерĕпе килĕшÿллĕ суйласа илсе йĕркеллĕ вырнаçтарма тăрăшрĕç. Ку ăмăртура çак вĕренекенсем палăрчĕç: Федорова Татьяна (VIII класс) – 38 балл, Никитина Ольга (VIII класс) – 35 балл, Петрова Татьяна (VIII класс) – 38 балл; Кобякова Анастасия (VIII класс) – 35 балл, Иванова Надежда (IX класс) – 42 балл, Колпакова Анастасия (IX класс) – 42 балл; Егорова Алина (IX класс) – 35 балл; Петров Виталий (IX класс) – 35 балл, Тимофеева Екатерина (IX класс) – 35 балл; Семенова Мария (X класс) – 50 балл, Степанова Алена (X класс) – 47 балл, Егоров Андрей (X класс) – 47 балл, Ефимова Анжела (X класс) – 41 балл, Ефремова Елизавета (X класс) – 38 балл, Михайлова Диана (X класс) – 37 балл; Никифорова Кристина (X класс) – 37 балл, Кудрякова Лилия (XI класс) – 52 балл, Трофимова Светлана (XI класс) – 47 балл, Фомин Константин (XI класс) – 46 балл, Васильева Анна (XI класс) – 45 балл, Павлова Татьяна (XI класс) – 43 балл, Спиридонов Антон (XI класс) – 42 балл.
Ăслăлăх ăмăртăвĕ вĕçленсен çакă палăрчĕ: Никитина Ольга (VIII класс; 152,5 балл. Авăркас районĕ Çĕньял шкулĕ; вĕрентекенĕ – Глухов Н.М.), Федорова Татьяна (VIII класс; 152,5 балл. Кармаскалă районĕ Тинĕскÿл шкулĕ; вĕрентекенĕ – Павлова Л.Н.); Иванова Надежда (IX класс; 152 балл. Авăркас районĕ Толбазă шкулĕ; вĕрентекенĕ – Федорова Ю.Д.), Семенова Мария (IX класс; 183 балл. Кирюшкино шкулĕ Федоровка районĕ; вĕрентекенĕ – Вальщикова Т.Н.), Михайлова Диана (X класс; 157 балл. Авăркас районĕ Пишкайăн шкулĕ; вĕрентекенĕ – Савельева Е.В.), Никифорова Кристина (X класс; 135 балл. Пишпÿлек районĕ Пăслăк шкулĕ; вĕрентекенĕ – Тимофеева З.Ф.), Трофимова Светлана (XI класс; 170 балл. Пелепей районĕ Слакпуç шкулĕ; вĕрентекенĕ – Трофимова М.М.), Спиридонов Антон (XI класс; 181 балл. Пишпÿлек районĕ Хушăлка шкулĕ; вĕрентекенĕ – Степанова И.Г.) 1-мĕш вырăнсем йышăнса пысăк хисепе тивĕçрĕç.
Призерсен шутне çак вĕренекенсем кĕчĕç: Кобякова Анастасия (VIII класс; 144 балл. Кармаскалă районĕ Йăмран шкулĕ; вĕрентекенĕ – Козлова Т.Н.), Петрова Татьяна (VIII класс; 125 балл. Федоровка районĕ Кирюшкино шкулĕ; вĕрентекенĕ – Вальщикова Т.Н.), Егорова Алина (IX класс; 142 балл. Кармаскалă районĕ Тинĕскÿл шкулĕ; вĕрентекенĕ – Павлова Л.Н.), Никитина Ирина (IX класс; 135 балл. Ермеккей районĕ Елань-Чишма шкулĕ; вĕрентекенĕ – Павлова А.В.), Петров Виталий (IX класс; 133 балл. Пелепей районĕ Слакпуç шкулĕ; вĕрентекенĕ – Трофимова М.В.), Колпакова Анастасия (IX класс; 131 балл. Авăркас районĕ Мăйлăпукан шкулĕ; вĕрентекенĕ – Виноградова И.Р.), Никифорова Ангелина (IX класс; 128 балл. Авăркас районĕ Пишкайăн шкулĕ; вĕрентекенĕ – Савельева Е.В.), Степанова Алена (VIII класс; 181 балл. Пишпÿлек районĕ Хушăлка шкулĕ; вĕрентекенĕ – Степанова И.Г.), Ефимова Анжела (X класс; 156 балл. Çтерлĕ хули; вĕрентекенĕ – Иванова Е.И.), Ефремова Елизавета (X класс; 155 балл. Чекмагуш районĕ Юмаш шкулĕ; вĕрентекенĕ – Игнатьева Г.М.), Егоров Андрей (10 класс; 138 балл. Куюргазă районĕ Павловка шкулĕ; вĕрентекенĕ – Егорова Г.А.), Кудрякова Лилия (XI класс; 160 балл. Пишпÿлек районĕ Пишпÿлек шкулĕ; вĕрентекенĕ – Захарова М.И.), Васильева Анна (XI класс; 156 балл. Пишпÿлек районĕ Пăслăк шкулĕ; вĕрентекенĕ – Тимофеева З.Ф.), Фомин Константин (XI класс; 155 балл. Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ; вĕрентекенĕ – Сунагатулина И.Н.).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ПР Вĕрентÿ министерствин дипломĕсемпе парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç. I вырăнсене çĕнсе илнĕ вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне Шупашкарта иртекен олимпиадăра кăтартĕç. Жюри членĕсем кăçалхи олимпиадăна килнĕ ачасен ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Кунта шăпах вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсен тÿпи пысăк, вĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Олимпиадăра хастар хутшăннă ачасене ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Л.И. Мурманская тата ПР чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Павлов мухтарĕç, асăнмалăх парнесем, дипломсем парса хавхалантарчĕç. Вĕсене малалла та чăваш чĕлхине юратма, упрама, унпа калаçма, мăнаçланма, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене пĕлме сунчĕç.
Кăçалхи чăваш чĕлхипе тата литературипе регион шайĕнче иртекен Олимпиадăра наци программипе вĕренекен чăваш ачисем улттăн пулчĕç (Кирюшкино шкулĕ, Федоровка районĕ; Хушăлка шкулĕ, Пишпÿлек районĕ; Пăслăк шкулĕ, Пишпÿлек районĕ), 43 ача – вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем.
Вĕренекенсем Олимпиада кунĕнче чăваш, мари, удмурт тумĕсемпе пулни хăйне евĕр илем кÿчĕ.
Шел пулин те, 27-мĕш тăван чĕлхепе иртекен олимпиадăна Бакалă, Ишимбай, Мияки, Зилаир, Стерлитамак, Гафури, Давлекан, Шаран районĕсенчи шкулсем хутшăнмарĕç.
Пултаруллă çамрăксем Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалне вĕренме кĕрсе вырăс, чăваш, акăлчан чĕлхисемпе литературине, культурине тĕпчесе, çав енĕпе аталанса асăннă чĕлхесен специалисчĕсем пулса тухма пултараççĕ.