Бөтә яңылыҡтар

Чăваш чĕлхинчи хисепе палăртакан сăмахсен символлăхĕ

Символика лексем со знанием числа в чувашском языке)

Çын пурнăçĕ хисеп ячĕсемпе тачă çыхăннă. Хисеп ячĕсем мĕне те пулин шутлама кирлĕ. Ĕлĕк-авалах Платон хисеп ячĕ çинчен «тĕнче килĕшĕвĕ», Аристотель «сăмахсен пуçламăшĕ, кирлĕлĕхĕ» тесе каланă. Хисеп ячĕсен килĕшĕвĕ юрăра та, поэзире те, архитектурăра та, исскуствăра та курăнать. Кулленхи пурнăçра шута пĕлтерекен сăмахсем асамлă вăйпа тата вăрттăнлăх енĕсемпе çыхăннă. Çавна пула çынсем çав вăрттăнлăх енĕсене ĕненсе пурăнаççĕ. Кашни хисеп ячĕ, кашни цифра шухăша палăртакан единица пулса тăрать, çавăн хакне вара чĕлхе упраса пурăнать. Çавна пула юлашки вăхăтра хисеп ячĕсем этнолингвистикăн тата лингвокультурологин тĕпчев объекчĕ пулса тăраççĕ.
Чăваш халăхĕ парсăр числосене пысăк хак парать. Тĕслĕхрен, чÿк тунă чухне чӳклекенсем парсăр пулмалла. Вĕсем виççĕн е пиллĕкĕн пулнă. Хăш-пĕр чÿксене (каçхи чÿк, хур чÿкĕ, «хĕрт-сурт» кашăкĕ) кашни çул туса ирттермеççĕ, вĕсене кашни виçĕ е пилĕк çултан тăваççĕ. Авалхи чăваш календарĕнче чÿк уйăхĕ çулталăка пуçлакан уйăх пулнă. XVIII ĕмĕрте çырса хăварнă ĕçсенче пуринче те тенĕ пекех уйăх ячĕсен йĕрки чӱк уйăхĕнчен пуçланать. А.Ф. Риттих, сăмахран, «Тĕне кĕмен чăвашсен Çĕнĕ çулĕ ноябрьĕн 15-мĕшĕнчен пуçланать, вăл турра тав туса ирттерекен хĕр сăри уявĕпе пĕрле килет», – тесе çырса хăварнă. Çапла вара, сĕм авалхи чăвашсен пĕр çулталăк хушшинче икĕ Çĕнĕ çул пулнă. Пĕр Çĕнĕ çула чăвашсем – пуш уйăхĕнче, теприне чӱк уйăхĕнче уявланă.
Тулли числосем – чи авалхи математика ăнлавĕсенчен пĕри. Çав ăнлав этемлĕх обществи аталанма тытăнсан пин-пин çул каялла, çынсен япаласене (выльăх-чĕрлĕхе, ӱсен-тăрана т.ыт.те.) темиçе хутчен те шутлама тивнĕ чухне, пуçланса кайнă. Паллах, япаласене халĕ эпир шутланă пек мар, урăхла шутланă. Малтан вĕсене паллă япаласемпе, ÿт-пÿ пайĕсемпе танлаштарса панă (тĕслĕхрен, алăри пÿрнесемпе е куçпа). «Виççĕ» тата «çиччĕ» числосем пулса кайиччен вăхăт нумай кирлĕ пулнă. Каярахпа вара числосене палăртмалли паллăсене тупнă. Эпир пĕлекен 0, 1, 2… цифрăсене Индире 1500 çул каялла шухăшласа кăларнă. Вĕсене Европăна арабсем илсе килнĕ, çавăнпа вĕсене араб цифрисем теççĕ. Утмăлшарăн шутламалли йĕрке – вырăн принципĕ çинчен никĕсленнĕ чи авалхи шутлав йĕрки. Вăл Авалхи Вавилонра 4000 çул каяллах пуçланса кайнă. Унпа эпир хăш-пĕр чухне паян кун та усă куратпăр, тĕслĕхрен: 1 сех. = 60 мин., 1 мин. = 60 çек.
Шутпа çыхăннă исскуство çынлăхпа пĕрле аталанса пынă. Ĕлĕк-авал вăрманта пурăннă çынна апат-çимĕç пуçтарнă вăхăтра шутлама тăватă сăмах та çитнĕ: пĕрре, иккĕ, виççĕ тата нумай.Чĕлхере хисеп ячĕпе кирлĕ вăхăтра усă куратпăр. Хисеп ячĕсене пăхса тухнă чухне математикăран тĕп наука çук тесен те юрать. Пĕтĕм япалана, çавăн пекех пулăва та шутласа пулать иккен: çын çуралнине, унăн пурнăçне, çемье çавăрнине, çынпа калаçнине т.ыт.те.
Хисеп ячĕсен тĕп функцийĕ шутлав пулса тăрать. Унсăр пуçне йĕрке хисеп ячĕсем йĕркене кăтартаççĕ тата символлăх функцине пурнăçлаççĕ. Символла хисеп ячĕсемпе чи малтан сунарçăсем, унтан хирте выльăх-чĕрлĕх тытакан йăхсем те усă курнă. Кашни халăхăн хăйĕн пĕлтерĕшлĕ хисеп ячĕсем пур. Эпир вĕсене хамăр ĕçре уçса пама тăрăшăпăр.
Пĕрре (один) – хисеп ячĕн ретĕнчи чи пуçламăш цифри пулса тăрать. Вăл «пĕтĕмпе», пĕрле, тулли, пайланман пĕлтерĕшпе çӱрет. Пĕрре хисеп ячĕн сăмах тĕпĕ «пĕрле», пĕртен-пĕр, çыхăну, пĕрлешни тенине ăнлантарать. Пĕрре хисеп ячĕн йĕрке пĕлтерĕшĕ – пĕрремĕш – малтанхи пулнине ăнлантарать, урăхла каласан «çĕнĕ», «малтанхи», «пĕрремĕш» тени пулать. Пĕрремĕш ача – çемье пуçламăшĕ, пĕрремĕш юр – хĕл сиввин пуçламăшĕ, пĕрремĕш хĕвел пайăркисем – çĕнĕ кун пуçламăшĕ, пĕрремĕш çăлтăр – каç пуçламăшĕ тата ытти те.
Иккĕ (два) – йĕкĕр тĕп шухăш ăнлавпа çÿрет: хура – шурă, лайăх – начар, çӱлелле – аялалла, пурнăç – вилĕм, ырă – усал тата ытти те. Унсăр пуçне йĕкĕр пайланман япаласене ăнлантарать: куç, хăлха, алă, ура, хачă, куçлăх, чăлха тата ытти те.
Виççĕ (три) – Çĕрĕн палăкĕ, чылай халăхшăн çак хисеп ячĕ сумлă шутланать. Виççĕ хисеп ячĕ виçĕ вăхăта ăнлантарать: хальхи, иртнĕ, пулас вăхăтсем. Çĕр çинче пĕр япала та ĕмĕр пурăнма пултарайманнине ăнлантарать: пĕтĕм чĕрчун çуралать, ӱсет, унтан вилет. Ку хисеп ячĕ вертикаллă тĕнчене ăнлантарать: çӱлти тĕнче, вăта тата аялти тĕнче. Çӱлти тĕнче шутне тӱпе кĕрет, вăта тĕнче çĕр пулсан, аялти тĕнче тамăкпа танлашать. Урăхла каласан виççĕ хисеп ячĕ çăтмахпа çĕр тĕнчине, тамăк тĕнчине кăтартать. Пĕтĕмĕшле «виççĕ» сăваплă хисеп ячĕ пулса тăрать, мĕншĕн тесен вăл виçкĕтеслĕхе (кĕлетке, ăс тата чун) уçса парать. Ку хисеп ячĕ тĕрлĕ халăхăн халăх сăмахлăхĕнче ытларах тĕл пулать: юмахсенче тĕп герой виçĕ тĕрлĕ паттăр ĕç тăвать, каччăсене виçĕ тĕрлĕ тĕрĕслев урлă ирттереççĕ, герой виçĕ çултан пĕрне суйласа илет, çул çӱреве виçĕ урхамахпа тухать.
Чăвашсен виççĕ хисеп ячĕ чÿкре, сипленĕ чухне тата ытти йăла-йĕркере час-часах тĕл пулать. Нумай чухне виççĕн кĕлĕ вулаççĕ (хăш-пĕр чухне пиллĕкĕн те вулаççĕ), кĕлĕ вуласа пĕтерсен виçĕ хут пуç таяççĕ, юмăç шыв куркипе эмеле виçĕ хут çавăрать, пĕрер тимĕр татăкĕ илсе вĕрÿ-суру чĕлхипе вĕрсе сурать. Вилене пытарнă хыççăн та вил тăпри çинче виçĕ хут сыв пуллашса çаврăнаççĕ. Виçĕ кунтан асăнса çиеççĕ. Чÿк тунă чухне Турра виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн кĕл тăваççĕ (лашашăн, мăйракаллă выльăх-чĕрлĕхшĕн тата сурăхшăн). Халăх халлапĕсенче виçĕ пуçлă çĕлен сăнарĕ те тĕл пулать. Халăх юррисенче те виççĕ хисеп ячĕ тĕл пулать:
Виç хут вăрăм сăркан пырĕ ука,
виç çул çакса укисем пĕтменччĕ.
Эпирех те кунтан кайсассăн,
виçĕ çулччен асăртан кайминччĕ.
Çÿлĕ тусем çинче виç хурăн,
тăррине кассан тĕпĕ ÿсĕ.
Тăваттă (четыре) – пĕрлелĕхпе пĕрпĕтĕмлĕх символне тӱр килет. Тăватă енлĕ тĕнче: кăнтăр – çĕпĕр, анăç – тухăç. Çавăн пекех çакна тăватă çут çанталăк вăхăчĕ кăтартса парать: хĕлле – çулла, çуркунне – кĕркунне. Тăватă çут çанталăк вăйĕ: сывлăш, шыв, вут, çĕр. Çыннăн, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхĕн те – тăватă ал-ура. Çыннăн тăват çул ӱсĕмĕ пулать: ачалăх, çамрăклăх, çирĕплĕх, ватăлăх.
Пиллĕк (пять) – сакраллă та асамлă пĕлтерĕшпе çӱрет. Апат-çимĕç тĕсне пилĕк ушкăна пайласа кăтартаççĕ: шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс тата хура. Çынпа выльăх-чĕрлĕхĕн пилĕк туйăм: куру, шăршă, хыпашлав, сасă тата сĕтек. Тĕнче пирвайхи пилĕк элементран тăрать: йывăç, тимĕр, вут, çĕр, шыв.
Çиччĕ (семь) хисеп ячĕ виççĕ хисеп ячĕ пекех анлă сарăлнă. Вăл авалхи египет, монгол, тĕрĕк чĕлхисенче тĕл пулать. Ĕлĕк авал Римра çиччĕ сăваплă хисеп ячĕ пулса шутланнă. Вавилон башни те çичĕ хутлă пулнă. Рим хули те çичĕ сăрт çинче вырнаçнă. Инди тĕнĕнче те мир çичĕ вăйран пулса кайнă тесе палăртаççĕ. Библи кĕнекинче тĕнче çичĕ кун малтан пулса кайнине çырса хăварнă. Эрнере те çичĕ кун пулать: тунти кун, ытларни кун, юн кун, кĕçнерни кун, эрне кун, шăмат кун, вырсарни кун. Хĕвел системинче – çичĕ планета: Хĕвел, Уйăх, Венера, Сатурн, Марс, Меркурий, Юпитер. Хĕвел варринче вырнаçнă, ыттисем ун йĕри-тавра тепĕр енĕпе çыврăнаççĕ. Çиччĕ асамлă çын чунĕпе çыхăннă. Çакна икĕ куç, икĕ хăлха, икĕ сăмса шăтăкĕ тата çăвар çирĕплетсе параççĕ. Çиччĕ число вырăнне чăваш чĕлхинче 70, 77 хисеп ячĕсене асăнса мĕне те пулин каласа пĕлтереççĕ. Çакна юмăç тата саламалик сăмахĕсенче илтме пулать. Чăвашсем чÿк тунă чухне Турра çичĕ тĕслĕ тыр-пула кĕл тăваççĕ:
Çич çырманăн пуçĕнче
çырли нумай, çĕр сахал.
Тарăн варăн пуçĕнче
Çырли сахал, çĕр нумай.
Атте-анне килĕнче
ырлăх нумай, кун сахал,
çичĕ ютăн килĕнче
ырлăх сахал, кун нумай.
Хĕр хăйĕн каччине «çичĕ ют» тесе чĕнет. Чăваш йăли-йĕркине çывăх тăвансем çичĕ ăру таран пĕр-пĕринпе пĕрлешме пултарайман. Хăшĕсем инçе тăван пулнă е ют çын пулсан ăна «çичĕ ют» тесе чĕннĕ.
Саккăр (восемь) хисеп ячĕ ытларах буддизм тата юмăçра анлă сарăлнă. Будда «сакăр çул» хăтарăвĕ пирки каласа хăварнă. Вăл çак тĕрĕслĕхсенчен тăрать: тĕрĕс кур, тĕрĕс тăрăш, тĕрĕс калаç, тĕрĕс хăтлан, тĕрĕс пурăн, тĕрĕс ĕçле, тĕрĕс шухăшла, хăвна тĕрĕс тыт. Буддăн çывăх сакăр вĕренекенĕ пулнă. Турăсене сакăр тĕрлĕ парне параççĕ. Саккăр вăл – тăватă кĕтеслĕ фигура. Вăл квадратран çаврашкана куçма пултарать е çаврашкаран тăваткал пулма пултарать. Ăрăскалăн улшăнман символĕ пулать. Астрологире çакна çыннăн шăпипе çыхăнтараççĕ. Турă саккăрмĕш кун çĕнĕ ҫынна туса янă.
Тăххăр (девять). Саккăрпа тăххăр Хĕвелпе Уйăх символĕсем пулса тăраççĕ. «Турпалли» тăххăр хисеп ячĕпе çыхăннă. Турпаллин кашни тăхăр пăнчи çыннăн кун-çулĕпе тата тĕсĕпе çыхăннă. Çакă çыннăн пурнăçне витĕм кӱме, улăштарма пултарать. Çак число монголпа бурят халăхĕсен чи юратнă хисеп ячĕ пулса тăрать, мĕншĕн тесен Тӱпе çинче те 99 тэнгер – тӱпе Туррисем, тăхăр капăрлăх, тăхăр эрдэн. Чăваш юмăçĕ сипленĕ вăхăтра хăш-пĕр чухне чирлĕ çыннăн пуçĕ тавра тăхăр çăкăр татăкĕпе çавăрать те вара пĕрререн тăххăрччен шутлать. Кăнтăр чăвашĕсем хушшинче ĕлĕк авал «тăхăр ял» пĕрлешĕвĕ пулнă, кашни çул вĕсем пысăк уй чӳкĕ туса ирттернĕ. Халăх юмахĕсенче паттăрсем тăхăр пуçлă çĕленсемпе çапăçаççĕ.
Вун пĕр (одиннадцать) – сипленĕ вăхăтра юмăç хăш-пĕр чухне чирлĕ çын е выльăхăн пуçне вун пĕр çăкăр татăкĕпе çавăрать вара пĕрререн вун пĕрреччен сипленĕ чухне шутлать.
Вун иккĕ (двенадцать) выльăх-чĕрлĕхсен 12 ярăмĕпе çыхăннă. Пĕтĕм индоевропа халăхĕсем çулталăка вун икĕ уйăха пайлаççĕ. Зодиак вун икĕ паллăран тăрать. Кашни паллă хăйĕн пĕрремĕш элементне ăнлантарать: Лев, Овен, Стрелец – вут элеменчĕ; Близнецы, Весы, Водолей – сыв­лăшпа çыхăннă; Телец, Дева, Козерог – çĕр; Рак, Скорпион, Рыба – шыв элеменчĕ.
Вун иккĕ (двенадцать) – ĕлĕкхи тĕнпе пурăнакан Улхаш ялĕ тавра вун икĕ киремет пуррине пĕлеççĕ, чӳк тунă чухне вĕсене вун икĕ юсман икерчи чӳклесе параççĕ. Вун иккĕ число халăх юррисенче те тĕл пулать:
Хура вăрман витĕр тухнă чух
Вуник мулкач мана тĕл пулчĕ.
Вуник мулкач иртсе кайиччен
Выртасчĕ иккен çулçăсем айĕнче.
Халăхра мулкача курсан хуйхă пулма пултарать тесе калаҫҫĕ.
Шыв тĕпĕнче вуник мерчен,
пухаясчĕ – шыв аслă...
Вун виççĕ (тринадцать) – нумай çĕршывра вун виççĕ хисеп ячĕ инкек кӱрет тесе шутлаççĕ. Яппун, Китай çĕршывĕсенче те 19, 33 тата 42 хисеп ячĕсем инкек кӱрекен цифрăсем тесе палăртаççĕ. Христиан тĕнĕнче вун виççĕ – инкек кӱрекен хисеп ячĕ. «Вăрттăн каçсенче» вун виçĕ çын пулнă (12 апостол тата Христос). Çакăнтан çакăн пек ăнлав пулса кайнă: енчен те сĕтел хушшинче вун виçĕ çын пĕрле ларнă пулсан, вĕсенчен пĕри сĕтел хушшинчен пĕрремĕш тухать пулсан, вăл çав çулхине вилет. Вун виççĕ хисеп ячĕ эрне куна е Турра хĕрес çине çакнă куна лекет пулсан, çав кун пысăк инкек пулма пултарать.
Пĕтĕм тĕнчипе трискаидекафоби ятлă чир (вун виççĕ хисеп ячĕнчен хăракан çынсем) анлă сарăлнă. Нумай çĕршывра çынсем вун виççĕ числоран «тарма» хăтланаççĕ. Тĕслĕхрен, СШАра çуртсенче вун виççĕмĕш хут çук, Францинче те вун виççĕмĕш номерла çуртсем çук. Хăш-пĕр самолётсенче вун виççĕмĕш номерлĕ вырăн çук, вун иккĕмĕш вырăн хыççăн тӱрех вун тăваттăмĕш вырăн каять.
Монголсемпе, бурятсен вара çак числона инкек кӱрекен числосен шутне кĕртмеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен Сумбер тăвĕнче вун виçĕ элемент вĕсене вăй парса тăрать.
Хĕрĕх (сорок) – çурçĕр чăвашĕсем асăнмалли юпа праçникне вилнĕ хыççăн хĕрĕх кунта асăнаççĕ. Юмăç хăш-пĕр чухне хĕрĕх çăкăр татăкĕпе чирлĕ çын пуçне çавăрать. Час-часах ку хисеп ячĕ халăх сăмахлăхĕнче: тупмалли юмахсенче тата халăх юррисенче ытларах тĕл пулать.
Пĕр вакка хĕрĕх çерçи тăкăнать (хурана салма яни).
Хĕрĕх чăршăн тăрри пĕр (авăн йывăççи).
Чăн тӳпери çич çăлтăр,
Çиччĕшĕ те çут çăлтăр.
Таяпара хĕрĕх хĕр,
хĕрĕхĕш те сарă хĕр.
Хĕрĕх пĕр (сорок один) – тинĕсе хирĕç ял хĕррине алаççĕ, çав сухине хĕрĕх пĕр хĕре кÿлеççĕ. Çын чирленĕ чухне юмăç унăн пуçне хĕрĕх пĕр çăкăр татăкĕпе паллă тăвать.
Çитмĕл (семьдесят) – сайра усă куракан сакраллă число. Хăш-пĕр чухне çитмĕл хĕрĕх число пекех тĕл пулать, шучĕпе нумай япала парса хăварас тесе. Тĕслĕхрен, çакăн пек тупмалли юмахра:
Тĕпĕ çитмĕл, тăрри пĕрре (авăн йывăççи).
Çитмĕл çиччĕ (семьдесят семь) – авалхи чăваш тĕнĕнче час-часах тĕл пулакан сакраллă число. Халăх шучĕпе юмăçа çитмĕл çичĕ тĕшмĕш парăнса тăрать. Юмăç чи йывăр чирте çитмĕл çичĕ çăкăр татăкĕ усă курса чĕртет. Чăвашăн ăс хакăлĕнче – çитмĕл çичĕ халăх, çитмĕл çичĕ чĕлхе тата çитмĕл çичĕ тĕн. Çитмĕл çиччĕ хисеп ячĕ час-часах юмăçсен тĕшмĕшĕнче тĕл пулать:
Çитмĕл çичĕ тинĕс хĕрринче –
Пысăк чăрăш.
Пысăк чăрăш тăрринче
Улатакка ларать.
Çитмĕл çичĕ уй-хир варринче
Ылтăн юпа пур.
Ылтăн юпа тăрринче – ăмăрт кайăк,
Хăçан вăл пуç хĕрлĕ тăпать, вара шăхăрать
Вара тин куç ÿкни ÿктĕр…
Çĕр саккăр (сто восемь) хисеп ячĕ буддизмра сакраллă число пулса шутланать. Яппунпа Китайра Ҫĕнĕ çул кĕтсе илнĕ вăхăтра çĕр сакăр хут параппана çапаççĕ. Буддизмра вара çын хăйĕн пурнăçĕнче çĕр сакăр çылăха кĕнипе çыхăнтараççĕ.

Л.В. КОРОТАЕВА,
доцент кафедры татарской и чувашской филологии Стерлитамакского филиала
Башкирского государственного университета;
А.П. ДАНИЛОВА,
магистрант I курса обучения Стерлитамакского филиала
Башкирского государственного университета

Литература
Месарош Д. Памятники старой чувашской веры. Пер. с венг. – Чебоксары: ЧГИГН, 2000. – 360 с.
Сергеев В.И. Нумерология и символика чисел в жизни людей и судьбе человечества (этнолингвистический этюд) // Вестник Чувашского университета. – 2015. – №4. – С. 278 – 280.
Читайте нас: