Бөтә яңылыҡтар

Чăваш чĕлхи – манăн чи çывăх, хаклă чĕлхе!

Чувашский язык – мой самый дорогой язык! Итоги олимпиады по чувашскому языку и литературе

Январь уйăхĕн 9 – 10-мĕш кунĕсенче Ĕпхÿре К.А. Давлеткильдеев ячĕллĕ ÿнер гимнази-интернатĕнче 8 – 11-мĕш классенче вĕренекен тутар, мари, чăваш, удмурт ачисем валли тăван чĕлхепе олимпиада иртрĕ.
Асăннă мероприятие шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче çирĕм саккăрмĕш хут иртекен ăмăртăва республикăри 22 шкултан 41 чăваш ачи хутшăнчĕ.
Ертÿçĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие вырăсла уçрĕç пулин те, жюри председателĕсем тăватă чĕлхепе – тутарла, чăвашла, марилле, удмуртла – олимпиада уçăлнă ятпа саламларĕç.
Олимпиада виçĕ турпа иртрĕ: викторина, сочинени çырасси, калаçу пуплевĕн конкурсĕ (диалог).
Жюри членĕсем – ПР Вĕрентÿ министерствин наци вĕрентĕвĕн тата регионсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕ Р.Р. Сафиуллина, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕсем Л.В. Коротаева, Н.С. Карпова доцентсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Н. Павлова.
Пĕрремĕш турта викторина иртрĕ. Пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Жюри çителĕклĕ балл пухнисене палăртрĕ: Светлана Кириллова (VIII класс, 36 балл), Елизавета Герасимова (VIII класс, 34 балл), Арина Борисова (VIII класс, 32 балл), Арина Иванова (VIII класс, 28 балл), Илья Набиуллин (VIII класс, 29 балл), Михаил Щепин (VIII класс, 28 балл), Александра Сергеева (IX класс, 39 балл), Татьяна Федорова (IX класс, 34 балл), Ольга Федорова (IX класс, 30 балл), Ольга Никитина (IX класс, 28 балл), Дарья Алексеева (IX класс, 25 балл), Иония Сергеева (IX класс, 26 балл), Карина Павлова (IX класс, 25 балл), Анна Данилова (X класс, 28 балл), Екатерина Зарянова (X класс, 25 балл), Ульяна Иванова (XI класс, 30 балл), Анжела Ефимова (XI класс, 27 балл), Диана Ефимова (XI класс, 25 балл). Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине кăтартрĕç, текстри чĕлхе пулăмĕсене суйласа илме, тишкерме, классификацилеме тата чĕлхе пулăмĕсемпе фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç. Кунсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, жанрне тата хăш тапхăрта çырнине тĕрĕс кăтарма пултарчĕç, панă сăмахсемпе синквейн çырчĕç. Йăнăшсенчен çаксене палăртма пулать: сăмахсен морфема тишкерĕвне начар пĕлни, хула ячĕсене пĕлменни (тĕслĕхрен, Ĕпхӳ – Уфа; Сĕве хули – Свияжск; Теччĕ – Тетюши; Чулхула – Нижний Новгород; Хусан – Казань), сăмах çаврăнăшĕсемпе (йĕпрен пĕрене ту – делать из мухи слона), ваттисен сăмахĕсене начартарах пĕлни (тĕслĕхрен, Уй куçлă – вăрман хăлхаллă; Вăрман пек пуянни çук – уй пек асли çук; Пĕри вăрмана – тепри армана; Пысăк юман та пĕчĕк йĕкелтен ÿсет; Вăрмана вутă турттармаççĕ, çăла шыв ямаççĕ). «Нарспи» поэмăн авторне тĕрĕс палăртайман хуравсем те пулчĕç.
Вĕренекенсем сочинени çырассипе хĕрÿ тупăшрĕç. Çирĕм тăватă темăран хăйсене çывăххине суйласа илчĕç, ăна çутатса пама тăрăшрĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем «Атте-анне – кил-йыш ăшши» темăна суйласа илсе сочинени çырчĕç. «Чи лайăх сочинени» номинацире 90 балл пухнă Светлана Кириллова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), Арина Иванова (Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ), 80 балл пухнă Елизавета Герасимова (Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ), Арина Борисова (Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке шкулĕ), Карина Кузьмина (Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма шкулĕ) вĕренекенсен ĕçĕсене палăртмалла.
Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем «Ку­лăш – пурнăçра пулăш», «Çут çанталăк – этемлĕх сăпки» темăсенчен пĕрне суйласа илсе сочинени çырчĕç. «Чи лайăх сочинени» номинацире Александра Сергеева (Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ), Татьяна Федорова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), Ольга Никитина (Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ) – 90 балл, Карина Павлова (Пелепей районĕ, Слакпуç шкулĕ), Иония Сергеева (Пелепей хули, Чăваш гимназийĕ), Александр Семенов (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç шкулĕ), Анастасия Николаева (Ишим­бай районĕ, Йĕкенпуç шкулĕ), Ольга Федорова (Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ), Дарья Алексеева (Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ) 80 балл пухса палăрчĕç.
Вуннăмĕш класра вĕренекенсем «Çын чунĕ чĕлхинче палăрать» темăна кăмăлларĕç. Суйласа илнĕ темăна Мария Семенова (90 балл, Федоровка районĕ, Новоселка шкулĕ), Ангелина Никифорова (80 балл, Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ), Анастасия Маркова (80 балл, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ) тарăн та анлă уçса пачĕç.
Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем «Ан пултăр вăрçă нихăçан» темăна килĕштерсе ĕçлерĕç. Жюри членĕсем Ульяна Иванован (Давлекан районĕ, Канчăлав шкулĕ) 100 балл лартса хакларĕç. 90 балл пухнă Анжела Ефимова (Çтерлĕ хули), 80 балл Инна Алексеева (Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ), Диана Ефимова (Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ), Диана Михайлова (Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ) вĕренекенсен ĕçĕсене палăртмалла. Вĕсен сочиненийĕсенче темипе тĕп шухăшĕ, композици çыхăнулăхĕпе тĕрĕслĕхĕ, сăмах пуянлăхĕпе палăртулăхĕ пурри палăрса тăрать. Ачасем шухăша тĕрĕс те ăнланмалла уçса памашкăн йышлă лексикăпа усă курма тăрăшнă. Çавăн пекех анлă шухăшлани, шкул материалне лайăх пĕлни савăнтарчĕ.
Лайăх паллăсен шутĕнче курăнман вĕренекенсен сочиненийĕсем, паллах, орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем пуррипе палăрса тăраççĕ. Ĕçсенче ытларах вырăс чĕлхи витĕмĕпе пулакан йăнăшсене палăртса хăвармалла: мусор выртать, бомбить тăвать, поколени, обряд, уважительным пулать тата ытти те. Пуплев йăнăшĕсенчен сăмахсемпе морфемăсен норма тулашĕнчи фонетика варианчĕсем ытларах тĕл пулаççĕ: ăнăн (унăн), кенфит, лăх (улăх), аннĕшĕ (амăшĕ), аттĕшĕ (ашшĕ), çынсен (çынсем), уна (ăна), çин (çын), калаçмаç (калаçмасть), пулмаç (пулмасть). Анлă сарăлнă орфографи йăнăшĕсенчен çаксем: илеть (илет), киль (кил), пĕлместь (пĕлмест), тăрăшуллăх (тăрăшулăх), лармаппăр (лармастпăр), пĕлеп (пĕлетĕп), патăрлăх (паттăрлăх). Вырăнти калаçу сăмахĕпе литература сĕмахĕсене уйăрса илменни те сисĕнет: алама (начар), хасăр (халех, часах), уйлатăп (шухăшлатăп). Сочиненин калăпăшĕ VIII класра – 2,0 – 3,0 страница, IX класра – 3,0 – 4,0 страница, X – XI классах – 5 – 6 страница пулмалла. Шел пулин те, çур страницăран ытлашши çырайман ĕçсем те тĕл пулчĕç.
Олимпиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ калаçу пуплевĕн конкурсĕ пулчĕ. Вĕренекенсем ытларах çак темăсенчен («Хĕллехи каникул ҫинчен аннепе калаҫни», «Чăваш чĕлхи пӳлĕмĕнче», «Магазинта», «Урамра», «Юлташсемпе субботнике кайни», «Тăхтав вăхăтĕнче», «Аптекăра», «Çĕнтерӳ уявĕ ҫинчен аттепе калаҫни», «Телефонпа юлташпа калаçни», «Хăнара», «Библиотекăра», «Тухтăр патĕнче») пĕрне суйласа илсе диалог йĕркелесе хăйсен шухăшне уçса пама пултарчĕç. Чĕлхе мелĕсене темăпа, пуплев манерĕпе килĕшÿллĕ суйласа илсе йĕркеллĕ вырнаçтарма тăрăшрĕç. Тĕрлĕ районти хальччен пĕр-пĕринпе курнăçман ачасем калаçăва пĕр именмесĕр хăйсен темисене анлăн уçса пама тăрăшрĕç. Ку ăмăртура çак вĕренекенсем палăрчĕç: Елизавета Герасимова (VIII класс) – 37 балл, Светлана Кириллова (VIII класс) – 35 балл, Николай Петряев (VIII класс) – 33 балл; Арина Иванова (VIII класс) – 32 балл, Ангелина Данилова (VIII класс) – 30 балл, Карина Павлова (IX класс) – 47 балл, Александра Сергеева (IX класс), Татьяна Федорова (IX класс), Иония Сергеева (IX класс), Александр Семенов (IX класс), Ольга Федорова (IX класс), Дарья Алексеева (IX класс) – 45 балл; Диана Филиппова (IX класс) – 40 балл; Кристина Кузнецова (IX класс), Арина Чернова (IX класс), Мария Трофимова (IX класс) – 30 балл; Полина Пет­рова (X класс) – 48 балл, Мария Семенова (X класс) – 45 балл, Ангелина Никифорова (X класс) – 40 балл, Анастасия Маркова (X класс), Анна Данилова (X класс) – 30 балл, Анжела Ефимова (XI класс), Андрей Егоров (XI класс) – 45 балл, Инна Алексеева (XI класс) – 43 балл, Ульяна Иванова (XI класс), Александра Тарасова (XI класс), Полина Андреева (XI класс), Диана Ефимова (XI класс), Диана Михайлова (XI класс) – 40 балл. Ку ăмăртура вĕренекенсем чăваш тумĕсемпе пулчĕç. Çитес çул та олимпиадăна хутшăнакансене пурне те чăваш тумĕсемпе килме ыйтатпăр.
Ăсллăх ăмăртăвĕ вĕçленсен çакă палăрчĕ: Арина Иванова (VIII класс; 150 балл, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; вĕрентекенĕ – Карпова Г.В.); Светлана Кириллова (VIII класс; 161 балл, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; вĕрентекенĕ – Павлова Л.Н.); Ольга Никитина (IX класс; 163 балл, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; вĕрентекенĕ – Глухов Н.М.); Александра Сергеева (IX класс; 174 балл, Еспуç шкулĕ, Мияки районĕ; вĕрентекенĕ – Никифорова С.В.); Мария Семенова (X класс; 143 балл, Федоровка районĕ, Новоселка шкулĕ; вĕрентекенĕ – Искачева Е.А.); Анастасия Маркова (X класс; 134 балл, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; вĕрентекенĕ – Павлова М.Р.); Диана Ефимова (XI класс; 145 балл, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; вĕрентекенĕ – Глухов Н.М.); Ульяна Иванова (XI класс; 170 балл, Давлекан районĕ, Ахияр Хакимов ячĕллĕ Канчăлав шкулĕ; вĕрентекенĕ – Иванова Л.Н.). 1-мĕш вырăн йышăнса пысăк хисепе тивĕçнĕ вĕренекенсен Шупашкар хулинче шкул, район, республика чысне хÿтĕлемелле пулать.
Призерсен шутне çак вĕренекенсем кĕчĕç: Елизавета Герасимова (VIII класс; 151 балл, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ; вĕрентекенĕ – Козлова Т.Н.); Арина Борисова (VIII класс; 140 балл, Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке шкулĕ; вĕрентекенĕ – Игнатьева С.В.), Карина Кузьмина (VIII класс; 130 балл, Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма шкулĕ; вĕрентекенĕ – Петрова А.П.); Ольга Федорова (IX класс; 155 балл, Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ; вĕрентекенĕ – Вальщикова Т.Н.), Татьяна Федорова (IX класс; 169 балл, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; вĕрентекенĕ – Павлова Л.Н.); Карина Павлова (IX класс; 152 балл, Пелепей районĕ, Слакпуç шкулĕ; вĕрентекенĕ – Трофимова М.В.); Иония Сергеева (IX класс; 151 балл, Пелепей хули, Чăваш гимназийĕ; вĕрентекенĕ – Кирилова П.Г.); Полина Петрова (X класс; 129 балл, Ермеккей районĕ, Суккул шкулĕ; вĕрентекенĕ – Иванова С.А.); Анжела Ефимова (XI класс; 162 балл, Çтерлĕ хули; вĕрентекенĕ – Иванова Е.И.); Инна Алексеева (XI класс; 133 балл, Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ; вĕрентекенĕ – Тимофеева З.Ф.); Андрей Егоров (XI класс; 130 балл, Куюргазă районĕ, Павловка шкулĕ; вĕрентекенĕ – Егорова Г.А.).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ПР Вĕрентÿ министерствин дипломĕсемпе парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç. I-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне Шупашкарта иртекен олимпиадăра кăтартĕç. Жюри членĕсем кăçалхи олимпиадăна килнĕ ачасен ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Кунта шăпах вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсен тÿпи пысăк, вĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Олимпиадăра хастар хутшăннă ачасене ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçин çумĕ Л.Н. Пашина тата ПР чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов асăнмалăх парнесем, дипломсем парса хавхалантарчĕç. Вĕсене малалла та чăваш чĕлхине юратма, упрама, унпа калаçма, мăнаçланма, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене пĕлме сунчĕç.
Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулĕнчи ачасем олимпиадăна хутшăнакансене сăвă-юрă парнелерĕç (вĕрентекенĕсем – Л.Н. Пашина, Г.Ю. Кириллова).
Кăçалхи чăваш чĕлхипе тата литературипе регион шайĕнче иртекен Олимпиадăра наци программипе вĕренекен чăваш ачисем вуннăн пулчĕç (Ашкатар шкулĕ, Новоселка шкулĕ Федоровка районĕ; Çĕньял шкулĕ, Пишкайăн шкулĕ, Шланлă шкулĕ Авăркас районĕ; Тÿртÿллĕ шкулĕ, Шаран районĕ), 31 ача – вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем.
Шел пулин те, 28-мĕш тăван чĕлхепе иртекен олимпиадăна Чекмагуш, Стерлитамак, Çтерлĕпуç, Гафури, Зилаир районĕсенчи шкулсем хутшăнмарĕç. Чекмагуш районĕнчи Юмаш шкулĕ республика шайĕпе иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадине сакăр çул тăршшĕ хутшăнмарĕ. Пĕлтĕрхи олимпиадăра асăннă шкулти ачасем питĕ лайăх результатсем кăтартнăччĕ, кăçал каллех хутшăнмасăр юлчĕç. Стерлитамак, Çтерлĕпуç районĕсенчен те заявкăсем пурччĕ, вĕсем те çулсеренех айккинче тăрса юлаççĕ. Ишимбай районĕнчи Васильевка шкулĕ те вăрах вăхăт олимпиадăна хутшăнманччĕ. Кăçал ку шкултан 4 ача ăс-хакăл енчен хăйсен вăйне виçрĕ, тепĕр çул питĕ лайăх результатсем кăтартасса шанса тăратпăр. Тăван чĕлхе пуласлăхĕ вĕрентекенсене кăна мар, шкул ачисене те шухăшлаттарать иккен. Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнчи шкулта чăваш кабинечĕ çукки пирки те ачасем питĕ кăмăлсăр.
Федоровка районĕнчи Новоселка шкулĕнче вĕренекен Семенова Мария хăйĕн ĕçĕнче çапла çырать: «Эпĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хисеплетĕп, мĕншĕн тесен вĕсем чĕлхене ачасем ан манччăр тесе тăрăшаççĕ. Эпĕ халĕ вуннăмĕш класра вĕренетĕп, малашне тăван чĕлхене анлăрах вĕренме ĕмĕтленетĕп. Чăваш чĕлхи – манăн чи çывăх, хаклă чĕлхе!».
Пултаруллă çамрăксем Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалне вĕренме кĕрсе вырăс, чăваш, акăлчан чĕлхисемпе литературине, культурине тĕпчесе, çав енĕпе аталанса асăннă чĕлхесен специалисчĕсем пулса тухма пултараççĕ. Хапăл туса кĕтетпĕр!

Л.В. КОРОТАЕВА,
доцент Стерлитамакского филиала БГУ, председатель жюри

Читайте нас: