Урок теллевĕсем. 1) Йывăçсен ячĕсене, тĕссен ячĕсене аса илесси, пуплеве кĕртесси; 2) çак сăмахсемпе калаçура усă курма хăнăхтарасси; 3) йывăçсем çинчен çĕнĕ пĕлу илме хавхалантарасси.
Урокра кирлĕ хатерсем. «Ылтăн кĕркунне» презентаци, кроссворд.
Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем: ылтăн, ÿкрĕç, çĕр çине, тĕлĕнмелле илемлĕ, чечек вăрри, улăштарчĕ.
II. Дежурнăй калаçни. (Паян класра эпĕ дежурнăй. Паян юпа уйăхĕн 16- мĕшĕ. Эрне кун. Класра Иванов Никита çук. Паян урамра çанталăк ăшă. Хĕвел пăхать, çил вĕрет, çумăр çумасть. Урамра 12 градус ăшă). III. Çĕнĕ материалпа ĕçлесси
Проблема лартни. «Ылтăн кĕркунне» презентаципе ĕçлесси. Ачасем ÿкерчĕксемпе паллашаççĕ, йывăçсен ячĕсене аса илеççĕ. Çулçисен тĕсĕсене калаççĕ. (Урокра мĕн çинчен калаçатпăр вара?). Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсемпе ĕçлесси: ылтăн, ÿкрĕç, çĕр çине, тĕлĕнмелле илемлĕ, чечек вăрри (вуласси, сăмах майлашăвĕсем йĕркелесси, предложенисем тăвасси). «Ылтăн кĕркунне» текстпа ĕçлесси. Б)Текста черетпе вуласси.
В) Ыйтусемпе ĕçлесси. 5- мĕш хăнăхтару.
Г) Текстăн кĕске содержанине каласа парасси.
«Чăвашла тĕрĕс куçар» кроссвордпа ĕçлесси. Сулахайран сылтăмалла: 1. Черный 2. Дуб 3. Сосна 4. Белый Çÿлтен аялалла: 1. Береза, 3.Красный, 4.Золотистый 5.Ель.
Сулахайран сылтăмалла: 1. Сосна 2. Белый Çÿлтен аялалла: 1. Красный 3. Ель.
Паян урокра мĕнле кĕркунне çинчен калаçрăмар? 2.Кĕркунне йывăçсен çулçисем мĕнле тĕслĕ пулаççĕ?
Ылтăн кĕркунне мĕнле вăхат? V. Киле ĕç. «Ылтăн кĕркунне» текста илемлĕ те тĕрĕс вуламалла, 3-4 сăмахран тăракан кроссворд туса килмелле, çĕнĕ сăмахсене вĕренмелле. учитель чувашского языка и литературы чувашской гимназии г. Белебея