I. ПРОЕКТ ЙĔРКИ
«Сухан – сăваплă пахча-çимĕç» темăпа ирттернĕ çĕнĕ пĕлÿ илмелли виçĕ тапхăрлă урок.
Вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни, хăйне хăй хисеплени, хăйĕн ăс-тăн шайне пĕлсе хаклани, вĕренĕве кăмăлпа хутшăнма явăçни, вĕренÿре харпăр хăйĕн тивĕçлĕхне туйма, хăйĕн пултарулăхне шанма вĕренни, кăмăл-сипет енчен хăйне тирпейлĕ тытма пĕлни, çут çанталăк пурлăхĕпе усă курма, сывлăха упрама вĕренни.
Предмет: Чăваш чĕлхи.
Класс: IV класс.
Кĕнеке авторĕ: Г.В. Абрамова.
Шкул: вырăс чĕлхиллĕ шкул.
Тема (пай): Пахча-çимĕçсем.
Урок теми: Сухан – сăваплă пахча-çимĕç.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли виçĕ тапхăрлă урок.
Технологисем: информаципе коммуникаци, критикăллă шухăшлава, харкамлăха аталантарни, вăйă, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, сывлăха упрани, пĕлÿ-тĕпчев, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
Сухан пахча-çимĕç сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, усăллă пулнине ăнланни.
Урокри материала тишкернĕ май, ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни.
Тепĕр çынпа пĕр тан шайра, ăна хисеплесе хутшăнма, хутшăнура çураçулăх туйăмне сыхласа хăварма хăнăхтарни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем: предмет шайне тухса метапредмет шайне хăпарни, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени, кăсăкланни, хавхаланни, пахалама пĕлни, юлташсене тĕрĕслесе, тÿрлетсе хакласа ертсе пыма вĕренни, çĕнĕлĕх кÿме, мĕн шутласа хунине çине тăрса пурнăçлама хавхалантарни, сухан çинчен ачасен пĕлĕвне анлăлатни, çак пахча-çимĕçĕн сиплĕ енĕсемпе паллаштарни, «Сăваплă ÿсен-тăран» текста вулани, ыйтусем çине хуравласа диалог туни, кластерпа синквейн туни, калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама тăрăшни, ĕçе ушкăнпа, пĕр-пĕрин хушшинче пайласа пурнăçлама вĕренни, иккĕн калаçу йĕркелеме пĕлни.
Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче, слайдсенче шыраса тупма пултарни; пур ĕçе те кăмăлпа хутшăнма явăçни.
Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе усă курса информаци тупма хăнăхни.
Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни.
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
Мелпе меслетсем: пĕтĕм класпа ĕçлени; ачасен умне проблема кăларса тăратни, ăна шутлани; çĕнĕ сăмахсемпе паллашни, вĕсене пуплеве кĕртни; тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ туни, ыйту-хурав, тишкерÿллĕ тата шыравлă вулав, çурма сасăпа тата саспа вулани, ыйтусем çине хурав тупма вĕренни, тема тăрăх калаçу иртттересси, текстăн содержанине çупкам кластерпа усă курса калани, кĕске монолог туни (6 – 7 предложени), сывлăха сыхлани, хăнăхтарăва харпăр хăй çырса туни, хăйсем тĕллĕн ĕçлени, пĕр-пĕрне тĕрĕслени, хăйсене оценка лартни, пуплев ситуацине выляса кăтартни, клоуз-тест туни, мăшăрсенче ĕçлени, текстпа ĕçлени, вулавпа куçару, кластер туни, синквейн çырни, ушкăнсенче ĕçлени, харпăр хăй ĕçне тишкерни, хаклани; суйлавлă (альтернативăллă) килти ĕç.
Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: сывлăхшăн – для здоровья, тутлă шăршлă – душистый, сăваплă ÿсен тăран – священное растение, чура – раб, турă – бог, панă – преподносили, лекнĕ – попал; ă) çырма вĕрентмеллли пай: усăллă, ÿсен-тăран.
Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ (таблица кластер, клоуз-тест, синквейн, хĕвеллĕ кластер); Интернетран илнĕ материалсем, кĕнекесем; валеçсе памалли материал (карточкăсем, рефлекси материалĕ).
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор.
Урокăн тулли конспекчĕ. Урок теми: Сухан – сăваплă пахча-çимĕç.
Предмет, класс |
Чăваш чĕлхи, IV класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул). |
||
Урок теми |
Сухан – сăваплă пахча-çимĕç. |
||
Урок тĕллевĕсем |
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем |
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем |
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем |
|
1. Права: Сухан пахча-çимĕç сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, усăллă пулнине ăнланни. 2. Тĕллевпе тупсăм: Урокри материала тишкернĕ май ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни. 3. Моральпа этика: Тепĕр çынпа пĕр тан шайра, ăна хисеплесе хутшăнма, хутшăнура çураçулăх туйăмне сыхласа хăварма хăнăхтарни |
1. Йĕркелÿ: Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче, слайдсенче шыраса тупма пултарни; пур ĕçе те кăмăлпа хутшăнма явăçни. 2. Хутшăну: Тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, электрон пособипе усă курса информаци тупма хăнăхни. 3. Информаци: Пĕр темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме пĕтĕмлетÿ тума пултарни |
1. Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ: учителĕн тата пĕрле вĕренекен ачасен пуплевне итлесе ăнланни; текстсене вуласа тулли содержанине ăнланни, кирлĕ информаци тупни, хамăр тăрăхри пахча-çимĕç – сухан çинчен монолог формипе каласа пани; пуплевре паллă ячĕсен танлаштару степенĕпе вырăнлă усă курни; панă сăмахсенчен предложенисем йĕркелеме пултарни; кластер, синквейн çырас хăнăхусем аталанни. 2. Вĕрентÿ хевти-талпанавĕ: вуланин тĕп шухăшне, тулли содержанине текст çине таянмасăр каласа пама, калаçу ситуацине кура малтан хатĕрленмесĕр хăй шухăшне палăртма, урокра вĕреннипе усă курса калав тума пултарни |
Урок тĕсĕ |
Содержанийĕ тăрăх текста тишкермелли урок |
Тĕллевĕ тăрăх – çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок |
Форми тăрăх – тĕрлĕ формăсем усă курни |
Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем |
компьютер, мультимедиапроектор, интернет-ресурс |
||
Урокра кирлĕ кăтарту хатĕрĕсем |
Слайдсем: «Сухан усси» хĕвеллĕ кластер, «Сухан çул-йĕрĕ» çупкам кластер тата синквейн, видеосюжет, клоуз-тест, сухан ÿкерчĕкĕсем |
Урок юхăмĕ
Урок тапхăрĕ Этап урока |
Ĕçлевлĕхлĕн тĕп енĕсем Вид деятельности |
Вĕрентекен ĕçĕ Деятельность учителя |
Вĕренекенсен результачĕсем (ĕçĕ-хĕлĕ) Деятельность ученика |
Меслетсемпе мелсем Приемы и стратегии |
I. Кăсăк- лантарни (5-10 минут) |
1. Класа йĕркелени, сывлăх сунни |
Ачасене сывлăх сунни, урока хатĕррине тĕрĕслени |
Вĕрентекене сывлăх суннаççĕ, хăйсем урока хатĕррине тĕрĕслеççĕ, вырнаçса лараççĕ |
Вĕрентекен сăмахĕ, ачасен сăмахĕ |
2. Çанталăк çинчен дежурнăйпа калаçни |
Ыйтусем пани |
Дежурнăй ачасене çанталăк çинчен ыйтусем парать, ачасем хуравлаççĕ |
Калаçу, ыйту-хурав, диалог |
|
3. Фонетика зарядкине туни |
Сăвва вуласа пани (1 слайд) |
Сăвва вĕрентекенпе пĕрле хорпа вулаççĕ, паййăн- паййăн калаççĕ |
Хорпа сасăпа калани, илемлĕ вулав |
|
4. Тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлни, урок темине калани |
Ачасене слайд çине кăтартаса тупмалли юмах вуласа пани, урок темин ятне пĕлме сĕнни. Пĕчĕк кăна аппа пур, куçран пăхса макăртать. (2 слайд) |
Тупмалли юмаха вулаççĕ, урок темине калаççĕ. («Сухан») |
Ачасен умне проблема кăларса тăратни, ăна шутлани |
|
|
Урок тĕллевне лартни |
Тупсăмне тупнă хыççăн урок темипе тата тĕллевĕпе паллаштарни. |
|
|
II. Ăнланса илни (20-25 минут) |
1) Ҫӗнӗ темӑна ӑнлантарни: а) учитель вулани |
«Сухан – сăваплă пахча çимĕç» текстпа ĕçлени:
Вĕрентекен кĕнекери текста илемлĕ вуласа пани |
Панă текста ачасем учитель хыҫҫăн çурма сасăпа вулаççĕ |
Илемлĕ вулав, текста тĕрĕс, пĕр тикĕс, сăмахсене тĕрĕс пусăмласа вулани |
ă) словарь ĕçĕпе ĕçлени |
Слайд кăтартни, сăмахсене тĕрĕс вуласа пани, çĕнĕ сăмахсемпе предложенисем тутарни. (3 слайд) |
Ачасем учитель хыççăн слайд çинчи сăмахсене хорпа вулаҫҫӗ, ушкăнпа калаççĕ, вӗсемпе предложенисем тӑваҫҫӗ, словарь тетрачӗсем ҫине ҫырса хураҫҫӗ |
Ачасем пӗчченшерӗн калани, тетрачӗсем ҫине ҫырса хуни, словарь ĕçĕ, ăнлану |
|
б) черетпе пайӑн-пайӑн вулани, куҫарни |
Текста пайăн-пайăн вулама ыйтни |
Пайӑн-пайӑн вулаҫҫӗ, куҫараҫҫӗ |
Вулав – куҫару |
|
в) текст тăрăх ыйтусене хуравлани |
Текст тăрăх хуравлакан предложенисем тĕрĕс пулнипе пулманнине итлени, тĕрĕс пулмасан тÿрлетме ыйтни. (4 слайд) |
Ыйтусем çине хуравлаççĕ. |
Ыйту – хурав |
|
г) текстăн кĕске содержанине çупкам кластерпа усă курса каласа пани |
Текстăн содержанине 1-2 ачаран ыйтни, ачасене хаклав партарни. (5 слайд) |
Çупкам кластерпа усă курса содержанине каласа параççĕ |
Кĕске монолог. |
|
2) Кану саманчĕ ирттерни. |
Ачасене сăвă каласа зарядка тутарни. (6 слайд) |
Сăвă каласа хусканусем тăваççĕ |
Сывлăха сыхлани |
|
|
3) Грамматика материалĕ патне куçса кайни, унпа ĕçлени: а) грамматика материалне ăнлантарни
ă) клоуз-тест çырни |
Паллă ячĕсен танлаштару степенĕн пулăвĕ çинчен каласа пани, ыйтусем пани. (7 слайд) |
Правило йĕркелеççĕ, ăна тетрадьсем çине çырса хураççĕ. |
Ыйту-хурав, тишкерÿ, тĕпчев, пĕтĕмлетÿ. |
Вĕрентекен ăнлантарни |
Клоуз теста пурнăçлаççĕ |
Клоуз тест туни,вулав |
||
4) Вĕреннĕ материала çирĕплетни: а) видеосюжет пăхни
ă) «Сухан усси» хĕвеллĕ кластер туни |
«Сухан çинчен пĕлме интереслĕ» видеосюжет кăтартни |
Видеосюжета пăхаççĕ |
Видеосюжет пăхни |
|
Ачасене икĕ ушкăна пайлани |
Ачасем ушкăнсенче кластера тултараççĕ, пĕрлештерсе каласа параççĕ |
Ыйтусем çине хурав тупма вĕренни, пĕрлештерÿ çыхăнтару, тема тăрăх калаçу иртттересси кластер туни |
||
б) синквейн туни |
Вĕрентекен ачасене синквейн тума хушни |
Сухан сăмахпа синквейн çыраççĕ, вуласа параççĕ |
Синквейн çырни |
|
III. Рефлекси (10 мин) |
1. сенсорная |
Ачасене хутран касса кăларнă сарă тата хĕрлĕ сухансем валеçсе пани. Кăмала кура пĕрне доска çинчи карççинка çине çыпăçтарма хушни: сарă тĕслĕ сухан ман пурте лайăх тенине пĕлтерни, хĕрли – ман кăмăл хуçăк, урок килĕшмерĕ |
Кăмăла кура сарă е хĕрлĕ тĕслĕ сухансем çыпăçтараççĕ. |
Суйлав, пĕтĕмлетÿ |
2. интеллектуальная
|
Карточкăсем валеçсе пани, анкета ирттерни |
Ачасем анкетăри ыйтусене хуравлаççĕ
|
Карточкăри ыйтусене хуравлани |
|
3. физическая |
Урок килĕшнĕ пулсан алă çупма, килĕшмен пулсан урапа тапăртатма ыйтни |
Алă çупаççĕ е урапа тапăртатаççĕ |
Суйлав, пĕтĕмлетÿ |
|
Киле ĕç пани (5 мин) |
Суйлавлă киле ĕç пани, урока вĕçлени: 1) «Сухан – усăллă пахча-çимĕç» сăмахпа реклама çырни 2) «Сухан» текста кĕнекери ыйтусемпе усă курса каласа пама хатĕрленни 3) «Юратнă пахча-çимĕç» ÿкерчĕк ÿкерсе килни |
Виçĕ ĕçрен пĕрне суйласа илме сĕнни |
Виçĕ тĕрлĕ ĕçпе паллашса хăйсене килĕшекеннине е аталанма пулăшаканнине суйлаççĕ, дневнике çырса хураççĕ |
Суйлавлă килти ĕç |
Хушса панисем
1 № хушса пани
Урокра усă курнă презентаци эскизĕ
2 № хушса пани
Çупкам кластер Сухан çул-йĕрĕ
3 № хушса пани
Хĕвел кластер
4 № хушса пани
Ачасем çырнă синквейн
сухан
тутлă, усăллă
ÿстернĕ, çинĕ, сипленĕ
Сухан – сăваплă пахча çимĕç.
çимĕç
5 № хушса пани
Хушамат, ят |
|
Класс |
|
Клоуз тест.
Сĕннĕ вариантсемпе усă курса сиктерсе хăварнă сăмахсене (паллă ячĕсен тĕп тата танлаштару формисене) кĕртсе лартса текст йĕркелĕр.
(1)Ачасем çĕр чавса кăпкалатрĕç, кĕреплепе сÿрелерĕç те __________________ йăрансем турĕç. __________________ (2) йăранĕ çине Света кишĕр акрĕ теприн çине Валерик – çарăк, виççĕмĕшĕ çине вара Зина сухан лартрĕ. ____________ (3) ачасем çăвĕпех хăйсен йăранĕсене пăхрĕç. (4) Акă ___________ çимĕçсем пулса та çитрĕç.
- Ой, (5) мĕн тери ___________ ман çарăк! – савăнчĕалерик çарăк çиме тытăнсан.
- Манăн хăярсем (6) татах та _______________, - хушса хучĕ Зина.
- Çук, (7) манăн ____________ сухан вара çарăкран та, хăяртан та усăллăрах, - терĕ Света.
(8), (9) Хăвăр акса, хăвăр пăхса ÿстернĕ пахча çимĕç чăнах та ____________, _______________. Ĕненместĕр-и? Апла пулсан хăвăр акса, хăвăр ÿстерсе пăхăр-ха.
Сĕннĕ вариантсем: Хаклав виçи:
6 № хушса пани
Рефлекси таблици
№ |
Урокри ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни |
Ĕçе хаклани |
1. |
Урок материалĕ … пулчĕ. |
çăмăл / йывăр |
2. |
Урок материалне эпĕ … . |
пĕтĕмпех ăнлантăм, ыттисене пулăшма хатĕр пĕтĕмпех ăнлантăм кăштах ăнлантăм пачах ăнланмарăм |
3. |
Урок мана … . |
килĕшрĕ / килĕшмерĕ |
4. |
Урокра эпĕ … ĕçлерĕм. |
хастаррăн / сÿрĕккĕн |
5. |
Урокра эпĕ … . |
ывăнмарăм кăштах ывăнтăм питĕ ывăнтăм |
6. |
Урокри хамăн ĕçпе эпĕ … . |
кăмăллă / кăмăлсăр |
7. |
Урокри ĕçшĕн хама «…» паллă лартатăп. |
5 / 4 / 3 / 2 |
Усă курнă литература
Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: учебное пособие по чувашскому языку для 4 класса русской школы. – Чебоксары: Чуваш.кн.изд-во, 2013.
Крылова О.Н., Кузнецова Т.С. Рабочая программа: Методические рекомендации для разработки / О.Н. Крылова, Т.С. Кузнецова. ‒ СПб.: КАРО, 2014 (Серия «Петербургский вектор введения ФГОС основного общего образования»).
Трунцева Т.Н. Проектирование технологических карт уроков литературы и русского языка. 5 – 9 классы. М.: ВАКО, 2015 (Мастерская учителя-словесника).
А.П. Артемьева,
учитель чувашского языка и литературы школы с. Степановка Аургазинского района