Особое внимание уделяется роли учителя в процессе патриотического воспитания, а также его компетенциям и профессиональным навыкам. По мнению авторов, каждая акция, каждое мероприятие о мужестве, о героях-земляках способствует зарождению в сердцах обучающихся чувства гордости, стремлению детей быть лучше.
В заключение статьи делается вывод о том, что патриотическое воспитание в школе играет важную роль в формировании гражданской и патриотической идентичности обучающихся и является неотъемлемой частью образовательного процесса.
Патриотла воспитани темĕн чухлĕ чикĕллĕ. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ – вăл … çыннăн ăслă-тăнлă пурнăçĕнче малтанхи кунĕсенчех мĕн уçăлать – çавă.
В.С. Сухомлинский
Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриотне çитĕнтересси паянхи кунăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Пирĕн, аслисен, çитĕнекен ăрăва асăну эстафетине парса хăвармалла, ачасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Çĕнтерĕве туптанă совет çыннин, Афганистанра, Чечняра çапăçнă совет салтакĕн, хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан вырăс çыннин паттăрлăхĕпе хăюлăхне кăтартмалла. Ачасен патриотизм туйăмне ÿстернĕ май эпир вĕсен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхне те хăпартатпăр. Кусем пĕр-пĕринпе уйрăлми тачă çыхăнса тăраççĕ. Кам-ха вăл - патриот? Воспитани ĕçĕ-хĕлĕнче çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, патриотлăх туйăмне çирĕплетес тĕллевпе мĕнле ĕçсем илсе пымалла-ха?
Пушкăртстанри Зилаир районĕн Пертеш ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсене патриотла воспитани парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шкул çамрăксене хăйĕн халăхĕн йăли-йĕркисене ăша хывма, упраса хăварма, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме тата унпа мăнаçланма, обществăлла вырăнта хăвăн шухăшна уççăн калама тата йĕркеллĕ тытма пĕлмеллине вĕрентсе нумай мероприяти ирттерет.
Патриот пуласси вăл – хăвăн пуласлăхна Тăван çĕршывпа çыхăнтарса уншăн тăрăшса ĕçлесси тата хастар пуласси. Ун пек çын çĕршыв сумлăхне сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплетсе тăрсан - мухтава тивĕç. Ку Тăван çĕршыва юратни çинчен калаçнинчен чылай йывăртарах.
Патриот пуласси вăл – хăвăн çĕршывăн хăни мар, унăн хуçи пуласси, хăрушлăх пулсан, унăн пурлăхне типтерлĕн тыткаласа ăна хÿтĕлеме пултарасси. Ку вăл – чăн-чăн патриотизм.
Çитěнсе пыракан çамрǎк ăрăва патриотла воспитани парасси – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен чи кирлĕ задачисенчен пĕри. Ку вăл вĕренекенсен патриотизм туйăмне çирĕплететме пулăшакан системăллă ĕç пулса тăрать. Шăпах çавăнпа шкул умĕнче ахаль вĕренÿ заведенийĕ кăна мар, кăмăл-сипет килĕшÿлĕхне ÿстерекен социаллă институт та пулма çăмăл мар тĕллевсем тăраççĕ. Ку вăл çамрăк ăрăва тĕрлĕ енлĕн аталанма май туса патриотла воспитани парса ÿстрессин никĕсĕ пулать.
Патриотла воспитани парас тĕллев – Раççейĕн тата тăван ен историйĕпе культури çинчен вĕренекенсен пĕлĕвне ÿстересси тата тарăнлатасси. Патриотла воспитани парас, ĕçе вырăнти условисемпе тата ачасен уйрăмлăхĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пынă май шкул хăйĕн ĕçĕнче йăлана кĕнĕ ĕç, çавăн пекех инновациллĕ формăсемпе те усă курать. Пирĕн шкулта йăлана кĕнĕ ĕç формисен шутне çаксем кĕреççĕ: презентацисемпе усă курса йĕркеленĕ класс сехечĕсем, уявсем, калаçусем, викторинăсем, ÿкерчĕксен куравĕсем, хăюлăх урокĕсем, патриотлăх темипе çыхăннă класс тулашĕнчи мероприятисем, çавăн пекех «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» класс тулашĕнчи ĕç.
Кашни тунтикун шкул ачисем Раççей Федерацийĕн ялавне çĕклесе патшалăх гимне юрлаççĕ, эрне вĕçĕнче ялава антараççĕ.
Класс сехетĕнче ачасене класс ертÿçисем патриотизмпа кăмăл-сипет çинчен каласа параççĕ, çĕршыв пĕрлĕхĕ çинчен, хăвăн халăхна, унăн культурине мĕнле упраса, хÿтĕлесе пымалли çинчен калаçаççĕ.
Шкулта шырав, социаллă проектсене хутшăнас, экскурсисене, музея, куравсене çÿрес, пултаруллă çынсемпе тĕл пулас, видеофильмсем пăхас йышши ĕç формисемпе усă кураççĕ.
Ачасемпе тăтăшах ăмăртусем, «Тасалăх кунĕ» «Таса урамсем» экологи мероприятийĕсем, «Астăвăм вахти»; ял таврашĕнчи походсем, Совет Союзĕн Геройĕн Н.Р. Ириковăн Тăван çĕршывне кайса курни; Республика кунне, Çамрăк герой-антифашистсене асăнмалли куна, Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă куна, Раççей çар мухтавĕн кунне халалланă тематикăллă линейкăсем ирттереççĕ. Вĕренекенсем Çĕнтерÿ кунне, Хурлăхпа асăну кунне, Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен кунне халалланă митингсене; «Ҫĕнтерÿ чÿречисем», «Астăвăм çурти», Паттăрлăх урокĕсем акцисене хутшăнаççĕ, вăрçă ачисемпе ĕç ветеранĕсене пулăшаççĕ, Обелискпа Братск вил тăпри территорийĕнче субботниксем ирттереççĕ.
Совет Союзĕн Геройĕн Николай Романович Ириковăн Асăну кунне халалланă чаплă линейка кашни çулах иртет.
Ириков Н.Р. Пушкăрт Республикин Зилаир районĕнчи Тури Казарма ялĕнче 1921 ҫулта çуралнă. Вăл Пертешри çичĕ ҫул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан, Зилаир педагогика училищинче вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Вăрçă умĕн ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ, Горький хулинче хĕсметре тăнă. Сталинград хули патĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. 1943 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Харьков облаçĕн Чугуев районĕнчи Зарожное ялĕ патĕнче пуçне хунă. Раççей Çарĕн çар çыннисемпе, Хĕсмет тивĕçне Тăван çĕршыв тулашĕнче пурнăçланă салтаксемпе, Афганистан тата Чечня вăрçисене хутшăннă интернационалист салтаксемпе, Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан тата Донбасри çапăçусене хутшăнакансемпе тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕнĕ.
2022 çулхи юпа уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче те ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе Пĕтĕм Раççейри «Салтак çырăвĕ» акци иртнĕ. Пирĕн шкул та айккинче юлмарĕ. Ачасем ашшĕсене, тăванĕсене, çемье тусĕсене çырусем çыраççĕ, çавăн пекех паллă мар салтаксем патне çыру çырса вĕсен чунĕсене ăшăтса ярасса шанаççĕ. Чи пахи - шкул ÿсĕмĕнчи ачасем килтен аякра тăракан çыншăн пулăшу мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса илни. Кунĕн-çĕрĕн хăйсен çăмăл мар службине илсе пыракансемшĕн тата Украина территорийĕнче денацификаци демилитаризацилес енĕпе ятарлă çар операцине пурнăçлакансемшĕн шкулта пĕтĕм коллектив вăйĕпе «Çĕнтерÿшĕн! Чăнлăхра вăй!» СВО кĕтесне йĕркеленĕ. Стенд çинче - вĕсен сăнĕ тата анкетăсемпе партфолио.
Паттăрсен хушшинче Правительство наградисемпе чысланисем пур. И.Д. Терентьев, шкултан вĕренсе тухнăскер, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Вăл çар оперцийĕ пуçлансан пĕрремĕш кунсенчех хӗрӳ çапăçусене хутшăннă. Çавăн пекех «Хăюлăхшăн» медальпе хамăр шкултан вĕренсе тухнă А.В. Комаровпа тата Н.В. Попова (вилнĕ хыççăн, Артёмовск (Бахмут) хулинче пуçĕсене хунă) чысланă. Никита Попов хăйĕн юлашки çапăçăвĕнче аманнă юлташне пăрахман, боеприпасĕсене уйăрса панă. А.В. Филиппова вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе чысланă.
С.В. Сергеев гварди капитанне, пирĕн шкулта вĕреннĕскере, Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçри паттăрлăхшăн, хăюлăхшăн Жуков медальне тата Паттăрлӑх орденне парса чысланă. Вăл кадрти офицер. С.В. Сергеев Пушкăрт республикинчи Ишимбай хулинчи Республика кадет шкул-интернатĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Рязаньти В.Ф. Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищине вĕренме кĕнĕ. 2021 çулхи пуш уйăхĕн 14чен пуçласа ятарлă çар операцийĕнче çĕршывăн чысне хÿтĕлет, десантпа штурм ротин командирĕ шутланать.
Уйрăм экспозиципе «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» курав йĕркеленĕ. Ун çинче çар операцине хутшăнакансене ял халăхĕ кÿрекен пулăшăва курма пулать. Çавăн пекех Кĕтесре ветерансемпе çапăçусене хутшăнакансем шкула панă харпăр япалисем упранаççĕ.
Патриотла воспитани парасси – çемьепе шкулăн пĕрлехи ĕçĕ-хĕлĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕслĕхĕпе ачасене шкулти чылай мероприятие хутшăнса воспитани парать. Çапла пĕрле вăй хурса шкул çывăхĕнче Ашшĕсен аллейи никĕсленнĕ.
Пирĕн шкулăн вĕренекенĕсем – çĕршывăмăрăн пулас ăрăвĕ, вĕсем Тăван çĕршыва малалла аталантарма пĕтĕм вăя хурса тăрăшакансем.
Шкул ачисене патриотла воспитани парасси чăн-чăн патриотсен ăрăвне ÿстерме пултаракан, хăйсен Тăван çĕршывне сăмахпа мар, ĕçпе юратакан пĕрлешÿллĕ вăй пулса тăмалла. Патриотизм халăхăн ăс-хакăл пурлăхне çĕнĕ импульс пама, Раççее пьедестал çине хăпартма пулăшакан, наци пуянлăхĕсене йышлăлатма, пурнăç шайне пахалăхлăрах тума пултаракан ăру хатĕрлеме пултарни пулĕ. Çавăнпа та çамрăк ăрăва тĕрлĕ енлĕн аталанма май туса памалла, вĕсенче патриотизм туйăмне, общество умĕнчи яваплăха пуçармалла, аслă ÿсĕмри çынсене хисеплеме хăнăхтармалла.
Фото с интернета