Кам-ши вăл чăн-чăн патриот? Н.К. Дмитриевăн «Вырăсла-чăвашла словарьĕнче» çак сăмаха: «Патриот - вăл тăван çĕр-шыва, хăй халăхне юратакан, уншăн пуçне хума хатĕр çын» тесе ăнлантарнă. Кунта çак ăнлава питĕ ансăр уçса панă тесе шутлатăп. Тăван çĕр-шывшăн пуçа хунисĕр пуçне этем тата питĕ нумай ырă та пархатарлă ĕçсем тума пултарать. Патриотизм ăнлавĕпе аспекчĕсем хальхи шкулта воспитани процесĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ шутланать, наци хушшинчи хутшăнусене патриотизмпа культура йĕркелесси вĕренекенсен социаллă пурнăçпа гражданла тата ăс-хакăл аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патриотизмăн çĕкленÿллĕ туйăмĕсене тĕпе хурса кăна тăван çĕр-шыва юратни çирĕпленет, тăван çĕр-шывшăн, унăн хăвачĕшĕн, чысĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн яваплăх туйăмĕ çуралать, çын тивĕçлĕхĕ аталанать.
Хальхи саманара çамрăк ăрăва пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме питĕ йывăр, мĕншĕн тесен ачасем телевизор, интернет урлă нумай информаци тупса илме пултараççĕ, çавна пула тĕрĕслĕхе ултавран уйăрса илме пĕлмеççĕ. Çамрăк ăс-тăнра тăван çĕр-шывăн ыйтăвĕсемпе интересленменни, ниçта та хутшăнманни аталанса пырать. Ун вырăнне çамрăксем интернет сĕнекен сайтсене çырăнаççĕ те иккĕленӱллĕ ушкăнсенче лараççĕ. Хăш-пĕр чух çакă ашшĕ-амăшĕ пепкине ĕмĕрлĕхех çухатни патне те илсе çитерет. Çак йывăр вăхăтра шкулăн тĕп тĕллевĕ ачасене чи хакли вăл çемье иккенне ăнлантарса парасси, чи çывăх çынсене, тус-юлташсене, тăвансене, кӱршĕ-аршăсене, тăван киле, урама, шкула, çуралса ÿснĕ вырăнсене, тăван яла, çĕр-шыва юратма, хисеплеме тата хаклама вĕрентесси пулса тăрать. Çак тĕллевсем вĕрентекенĕсемшĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те пĕр пек пулмалла. Юлашки вăхăтра ача килĕнче пачах урăх пахалăхсемпе тĕл пулни кулянтарать те, пăшăрхантарать те. Çавна май воспитани тĕлĕшĕнче вĕрентекен тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулать. Ашшĕ-амăшĕсен воспитани парас ĕçри тĕллевсĕсем шкул тĕллевĕсенчен уйрăлса тăни куçкĕрет.
Авăркас районĕнчи Шланлăри вăтам шкулта патриотизм туйăмне аталантарас тĕллевпе çулталăк тăршшĕпех ĕç кал-кал пырать. Вĕрентекенсем кашни урокра, урок тулашĕнче ирттернĕ ĕçсенче çак ыйту çинче чарăнса тăма тăрăшаççĕ, класс ертӱçисем те çак ыйтăва тимлĕх уйăраççĕ. Кашни тунти кун Раççей Федерацийĕн тата Пушкăрт республикин ялавĕсене линейкăра çĕклесе кĕни, гимн юрлани, «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» класс тулашĕнчи ĕçе шкул программине кĕртни те çак пахалăхсем çине çĕнĕлле пăхма, патриотизм туйăмне аталантарма пулăшаççĕ. Ятарлă çар операцийĕ пынă май çулталăк тăршшĕпех ачасемпе салтаксем валли ăшă саламлă çырусем çыратпăр, чи кирлĕ хатĕрсем пуçтарса посылкăсем ярса пама тăрăшатпăр. Салтаксем канура чухне вĕсене час-часах шкула ачасемпе тĕл пулăва чĕнетпĕр. Вĕсем пурнăçра чи кирли вăл тăвансен пулăшăвĕ, шкулта тăрăшса вĕренни, пĕр-пĕрне хисеплени, яланах пулăшма хатĕр пулни çинчен каласа параççĕ. Ачасем çырнă çырусем çĕнтерĕве çывхартма пулăшни пирки каласа хавхалантараççĕ. Нарăс уйăхĕнче патриотизм туйăмне аталантарас тĕлĕшпе çыхăннă питĕ нумай мероприяти иртет: «Çар юррисен конкурсĕ», тĕрлĕ акцисем, пăшалран тĕл персе лектерекенсен конкурсĕ тата ытти те. Класс тулашĕнчи ĕçе ачасем питĕ хастар хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхĕсене кăтартаççĕ. Паллах, ашшĕсем валли те уяв хатĕрлеççĕ. Мероприятисем пурте çӱллĕ шайра иртеççĕ. Çĕнтерӱ кунне чаплă кĕтсе илме тăрăшатпăр. Вăрçă ветеранĕ Алексеев Петр Захарович пурăннă чухне эпир ăна яланах уяв умĕн ăна килне кайса саламлаттăмăр. Шел пулин те, пĕртен пĕр вăрçă ветеранĕ те çĕре кĕчĕ. Апла пулсан та, эпир вăрҫă ветеранĕсен тăванĕсемпе çыхăну тытма пăрахмастпăр. Кăçал, Аслă Çĕнтерӱ 80 çул пулнă май уява тата типтерлĕрех хатĕрленмелле пулчĕ. Çĕнтерӱ кунне яланах ялти клуб ĕçченĕсемпе хатĕрленетпĕр. Ачасем вăрçă çинчен сăвăсем калаççĕ тата юрăсем юрлаççĕ, Вилĕмсĕр полка хутшăнаççĕ.
Тепĕр паллă пулăм вăл – Афганистан тата Чечня тăрăхĕсенче иртнĕ вăрçă çулĕсене паллă тăвасси. Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче çак çапăçура пулнă вăрçă ветеранĕсене шкула чĕнетпĕр, вĕсем пире çак хăрушă вăрçăсем çинчен каласа параççĕ, шăплăх минучĕ ирттеретпĕр, кайран ял варринчи палăк умне чечексем хуратпăр.
Нумай пулмасть пирĕн шкулта «Шырав» ятлă волонтерсен отрячĕ йĕркеленчĕ. Ку отряд çамрăк-ха, пысăк çитĕнӱсем туман, анчах ăна кунта пурте пĕлеççĕ. Иккĕмĕш çул пирĕн шкулта «Эпир - ПАТРИОТСЕМ» ятлă кружок ĕçлет. Волонтерсен отрячĕ тата кружок членĕсен тухăçлă ĕçĕсем нумай. Пурĕ çав отрядра тата кружокра 15 ҫын: 10 хĕр ача та 5 арҫын ача. Вĕсем кивĕ, анчах хаклă япаласем шыраса тупса шкул музейне илсе килеççĕ, эпир вĕсене инвентарь кĕнекине кĕртетпĕр. Шкул музейĕнче экспозицисене çĕнететпĕр, интереслĕ экскурсисем ирттеретпĕр, çамрăк экскурсоводсем пулма хатĕрлетпĕр.
Ватă кукаçисемпе кукамисене пулăшасси – пирĕн тĕп тĕллев. Хĕлле юр хырса пама, пĕр-пĕр ĕçре пулăшма ачаем яланах хатĕр. Çав хушăра пĕчĕккисене пулăшма та манса каймаççĕ: Ырă ĕçсен кунĕнче (День добрых дел) ача садне кайса юр хырса параççĕ, пĕчĕк шăпăрлансем валли садик территорине, ирĕклĕн вылямалла пултăр тесе, тасататаççĕ. Ял варринчи палăка шефствăна илнĕ эпир, çавăнпа ун йĕри-тавра тирпейлĕ тытма тăрăшатпăр: хĕлле юр хыратпăр, çуркунне чечексем лартса илемлететпĕр, капăрлататпăр, çулла çум-курăкран, кĕркунне вара çӱп-çапран тасатса тăратпăр.
Кружок членĕсем тĕрлĕ проект тата тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлесе вĕсене шкул, район шайĕнче хӱтĕлеççĕ, тĕрлĕ вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Çапла 6 класс вĕренекенĕ Иванов Елисей «Манăн пĕчĕк Тăван çĕр-шыв» тата «Партизансен историйĕ» конкурссене хутшăнса сертификатпа Хисеп хучĕ çĕнсе илчĕ. 9 класс вĕренекенĕсем Камалова Арина, Тимофеева Екатерина тата Степанова Валентина район шайĕнче иртекен Аслă Çĕнтерĕве 80 çул тултарнă ятпа халалланă «Çав йывăр çулсене ан ман» музейсен конкурсĕнче «Видеофильм» номинацийĕнче II степеньлĕ диплом илме тивĕç пулчĕç, шкул музейне вара конкурсра ятарласа III степеньле диплом пачĕç.
Шкулта Комплекслă историпе краеведени музейĕ ĕҫлет, унта час-часах истори темипе ҫыханнă уроксем тата мероприятисем иртеççĕ. Экскурсие музей ертӱҫи е ҫамрăк экскурсоводсем ирттереҫҫĕ. Ачасем музейра ирттернĕ уроксене юратаҫҫĕ, яланах ыйтусем парса кăсăкланаççĕ. Ҫапла пирĕн шкулта ачасем чăн-чан патриотсем пулма вĕренеҫҫĕ.
Сталинград тата Ленинград тăрăхĕнчи ҫапăҫусем – историри чи паллă самантсем. Вĕсене шкул ачисемпе пăхса тухатпăр, истори факчĕсем çине таянса ăнлантаратпăр. Паллах, сав ҫапăҫусенче пирĕн тăрăхри ентешсем те пулнă, нумайăшĕн сăн ӱкерчĕкĕсем сыхланса юлнă, вĕсене презентаци е видеоролик туса кăтартни питĕ усăллă. Ҫак сăн ӱкерчĕксем хушшинче ачасен мăн аслашшĕсем е тăванĕсем, паллакан ҫынсем пулсан ачасен чун-чĕринче мăнаҫлăх туйăмĕ ҫуратать. Тепĕр паллă ăнлав – геноцид. Ку сăмаха ачасен ăнланмалла, вăл ăҫтан тата епле пулса кайнине пĕлмелле, ун пек хăрушă япалана ҫĕр ҫинче хуçаланма ирĕк памалла мар. Ҫав тĕллевпе «Без срока давности» акцисемпе ҫыхăннă мероприятисем иртеççĕ.
Шкул ачисенчен ача садĕнчи пепкесем те пĕртте тăрса юлмаҫҫĕ, хăйсен пултарулăхне питĕ хастар кăтарса параççĕ. Ҫапла кăҫал 7 ҫулхи Васильева Мария «Шуратăл» литпĕрлешĕвне кĕрекен Галина Савельева сăввине пăхмасăр каласа парса район шайĕнче иртекен «Ҫăлтăрлă ҫумăр» («Звездный дождик») конкурсра гран-при ҫĕнсе илчĕ.
Шкулта патриотизм туйăмне аталантарас ĕҫ йывăр та кăткăс процесс. Ҫак ĕҫе пĕр эрнере е уйăхра пурнăҫласа пулмасть, вăл ача ҫуралсан пуҫланать те этем пурнăҫĕ тăршшĕпе аталанса, ҫирĕпленсе пырать. Тĕслĕхрен, чăн-чăн патриот вăл хăйĕн халăхне кăна мар, ют халăхсене те юратмалла, унăн йăли-йĕркисене хисеплемелле. Çак туйăм кашни ҫыннăн чĕрине кĕрсе вырнаçмалла, унăн сăмахĕсенче, ĕҫĕсенче палăрса тăмалла. Патриот пулма никам та хистемест, кашни ҫын хăй ирĕкĕпе ҫак туйăма аталантарма пултарать. Ку ĕçре кашни ҫыннăн пурнăҫĕнче шкул çеç мар, ҫемье, халăх, патшалăх пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ. Кунта, паллах, ачан ашшĕ-амăшĕпе тачă ҫыхăну тытни те пулăшать. Кашни ача хăйĕн ҫемьин историне, тымар йывăççине пĕлмелле. Çакă ачан чун-чĕринче вăйлă туйăмсем ҫуратать, анлăн шухăшлама, тăван-пĕтенсем ҫине урăх куҫпа пăхма, вĕсен пархатарлă ĕҫĕсемпе мăнаçланма пулăшать.